Ял пурнӑҫӗ
![]() «Кӗнекепе — тӗлпулу» — ҫакнашкал ятпа уҫнӑ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене. Уява шкул ӗҫченӗсене, администраци специалисчӗсене, ҫынсене чӗннӗ. Чи малтанах Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов сӑмах илнӗ. Вӑл ҫак ҫулта литература тытӑмӗнче тумалли ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Мероприятире «Илемлӗ литература тӗчни» кӗнекесен куравне хӑтланӑ. Уйрӑмах ҫынсем «Нарспи» поэмӑна халалланӑ «Нарспи ҫути» пӗр кӗнеке куравӗ кӑсӑклантарнӑ. Унта 1979 ҫултанпа пичетленсе тухнӑ «Нарспи» поэмӑсене вырнаҫтарнӑ. Уяв малалла тӑсӑлнӑ май «Акӑшпи» фольклор ушкӑнӗ тата культура ӗҫченӗсем пухӑннисене концерт кӑтартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пурте литература викторинине хутшӑннӑ. Ҫырмапуҫ ялӗнчи шкулта кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе «Пӗрле вулар» уяв ирттернӗ. Вӗсене ҫӗнӗ литературӑпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче — карантин. Вӑл — урнӑ чир сарӑлнине пула. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Михаил Васильевич хушӑва кӑрлач уйахӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документра карантин Шоссе урамӗ тавралӑхӗнче пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑҫанччен тӑсӑлӗ? Юлашки чӗрчун урнӑ чирпе чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен. Ҫак тапхӑрта Лапсарта кушаксемпе йытӑсен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене тытма, килти чӗрчунсене сутма юрамасть-мӗн. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем урнӑ чир вучахне тӗп тумалли плана хатӗрлесе йышӑнмалли пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗр докуменчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ-ха, анчах чылай чухне ку пурлӑх ҫын харпӑрлӑхӗнче пулни — хут ҫинче кӑна. Ӑна куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрне кӗртмен-тӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур пулсан та ҫук пулаять. Етӗрне районӗнчи Надежда Борисовнӑна амӑшӗнчен ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли лаптӑк юлнӑ. Амӑшне ӑна хӑй вӑхӑтӗнче уйра уйӑрса панӑ, анчах документсене вӑл вӗҫне ҫитиччен хатӗрлесе пӗтермен. Надежда Борисовна еткере судпа килӗшӳллӗн хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ. Анчах лаптӑка темиҫе ҫултан ҫеҫ кайса курма май килнӗ. Вырӑна ҫитсен тӗлӗннипе шак хытманни ҫеҫ. Унта — карта, ун хыҫӗнче — пурӑнмалли ҫурт. Лешсен вара лаптӑк вӗсен пулнине ӗнентерекен пур документ та пур-мӗн. Надежда Борисовна пур пӗрех Росреестрӑн управленине ҫыру ҫырнӑ. Управлени тӗрӗсленӗ. Документсем йӗркеллех. Анчах Надежда Борисовнӑн лаптӑкне малтанах виҫмен. Унӑн амӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче лаптӑк харпӑрлӑхра пулнине ӗнентерекен патшалӑх актне илмен. Ҫапла пулса тухнӑ та: документра ҫӗр пур, анчах вӑл чӑннипе — урӑх ҫыннӑн. Кунашкал тӗслӗхсем республикӑра чылай-мӗн. Надежда Борисовнӑн тепре суда кайма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Культура ҫуртӗнче Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑҫсем Литература ҫулталӑкне уҫма пухӑннӑ. Культура керменӗн ертӳҫи Шарова Е.А. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑ ҫыракансен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗ. Ҫуткассинчи Ефимова Людмила Исаевна ҫамрӑк мар, 75 ҫулта. Хӑй вӑхӑтӗнче «Заветы Ильича» колхозра ӗҫленӗ. Пушӑ вӑхӑтра сӑвӑсем ҫырма юратнӑ. Алексеев Валерий Петрович, Бежанидзе Фаина Николаевна, Артемьева Римма Зиновьевна, Афанасьев Александр Афанасьевич, Кркалевская Елизавета Борисовна Кӑкшӑм ялӗнчен. Пурте хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура. Артемьева Р.З. медсестра пулса хӑй вӑхӑтӗнче чылай ҫынна сыватассишӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ. Бежанидзе Ф.Н. Пӑчанарта ҫуралса ӳснӗ, чылай вӑхӑт хушши тӑван ялтан инҫетре пурӑннӑ, хӑйӗн темиҫе сӑввинче вӑл хӑйӗн тӑван ялӗнчен сӑвӑсене вырӑсла ҫырнӑшӑн, ялтан тухса кайнӑшӑн каҫару ыйтрӗ. Афанасьев А.А. тата Алексеев В.П. чирленӗ пирки тӗлпулӑва килеймен. Вӗсен сӑввисемпе Шарова Е.А. паллаштарчӗ. Афанасьев А.А. хӑйӗн сӑввисене пухса тӑватӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн сӑввисем районта тухса тӑракан «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатра та час-часах кун ҫути кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Валерий Галямин кӗнекесем парнелет Республикӑри район-хуласенче Литература ҫулталӑкне пуҫлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче ҫулталӑка ырӑ пулӑмран тытӑннӑ. Унти вулавӑш ҫынсенчен кӗнекесем йышӑнать. Чи малтан ҫак ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валерий Галямин хутшӑннӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсен хӑйӗнпе пӗрле темиҫе тӗркем кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсем — вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен классикисем: М.Ломоносов, Н.Некрасов, А.Толстой, Л.Н.Толстой. Валерий Галямин пӗтӗмпе вулавӑша 60 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ял вулавӑшӗнче унччен пулман. Вулавӑш заведующийӗ Татьяна Шпарева куншӑн питӗ хӗпӗртенӗ, парне кӳрекене тав тунӑ. Вӑл ҫак акци малалла тӑсӑласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() 18 ҫул каялла Патӑрьел район хаҫачӗн редколлегийӗн пуҫарӑвӗпе «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс йӗркелесе янӑ. Кӑҫал та ӑна йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Хальхинче ятарлӑ комиссине (председателӗ — район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренỹ, социаллӑ аталану, информаципе архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Валерий Осипов) редакци коллегийӗн членӗсене ҫеҫ мар, тӗрлӗ шайри яваплӑ ҫынсене те кӗртнӗ. Конкурсӑн тӗллевӗ 2014 ҫулта халӑх хуҫалӑхӗпе социаллӑ пурнӑҫра хӑйсен хастарлӑхӗпе, пултарулӑхӗпе районта ят-сум ҫӗнсе илнӗ, район халӑхӗшӗн пысӑк ӗҫ тунӑ ҫынна палӑртасси-мӗн. «2014 ҫул ҫынни» конкурса нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, вырӑнтисем ӑна тепӗр майлӑ район пичечӗн кунӗ теҫҫӗ, пӗтӗмлетмелле. Кӑҫалхи конкурса хутшӑнма ҫаксене суйласа илнӗ: Первомайскинчи «Шуҫӑм» халӑх ансамблӗн ертӳҫи Валерий Фролов, районти тӗп пульница хирургӗ Рустам Ахметов, «Звезда» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ертỹҫи Валерий Кузнецов, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул директорӗ Наталия Андреева, районти ветерансен канашӗн ертӳҫи Иван Хитров, Алманчӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин, Именкассинчи фермер хуҫалӑхӗн ертỹҫи Ильсур Шарафутдинов, «Полигон» ТМЯП директорӗ Федор Уфуков, Алексей Иванов суту-илӳ ӗҫченӗ, районти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн завучӗ Анатолий Афанасьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑшарни — Христос тӗнне ӗненекенсен пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Ун умӗн яш-хӗр пуласлӑха пӗлес тесе юмӑҫ ярать. Шел те, юлашки вӑхӑтра ку йӑла-йӗрке ялсенче сӳнсе пырать. Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи ҫамрӑксем вара йӑлана пӑрахӑҫламан. Вӗсем ҫак кун пӗр ҫӗре пухӑнса юмӑҫ янӑ. Клуб заведующийӗ Алина Краснова пухӑннисене Кӑшарнире юмӑҫ яни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем ӗлӗкхи йӑла ҫинчен калаҫнӑ. Унта хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Хӗрсем хапха урлӑ ҫӑматӑ пенӗ, тӗкӗртен пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрӗпе, хутпа юмӑҫ янӑ. Пӗр сӑмахпа, ҫамрӑксем вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Кун пек мероприятисем яш-хӗре йӑла-йӗркесен историйӗпе паллашма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнарсем пӗлтӗр нумай ачаллӑ тӑватӑ ҫемье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине тунине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем валли патшалӑх хӑтлӑ та пысӑк ҫуртсем туса лартнӑ. Ҫав ҫуртсене тумашкӑн республика хыснинчен 10,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кульцавра пурӑнакан Ерошинсен 4 ывӑл тата 1 хӗр. Ҫемье пуҫӗ Александр Анатольевич агрофирмӑра ӗҫлет. Мӑшӑрӗ — ача пахчинче. Ҫемье 101 тӑваткал метрлӑ пӳрте хӑйӗн вӑйӗпе лартаймастчех. Патшалӑх пулӑшӑвӗ вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ. Мӑн Явӑш ялӗнчи Петровсем те пилӗк ача ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Упӑшки — электрик, арӑмӗ Ҫӗньял Явӑшри культура ҫурчӗн ертӳҫи. Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх нумай усрать. Николаевсем Кайри Тукай ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 хӗр ҫуратнӑ. Услапа ялӗнчи нумай ачаллӑ Светлана Иванова та нумаях пулмасть ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ. Халӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн нумай ачаллӑ 16 ҫемье черетре тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи Атӑкҫырми ялӗнче пурӑнакансем маттурлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Унта уйрӑмах Владимир Николаевич Еремеев хастар. Вӑл чӑннипех те ырӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Владимир Николаевич пуҫарнипе ялти пӗвене лайӑхлатма тытӑннӑ. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ патне хӑнана час-часах ҫӳрет. Хӑй Шупашкар районӗнче пурӑнать, «Атӑл» ял хуҫалӑхне ертсе пырать. Ялти пӗве юлашки ҫулсенче шӑрӑхра типме тытӑннӑ. Халӗ ӑна 2 метр тарӑнӑш чаваҫҫӗ. Унта 1 экскаватор, 2 самосвал ӗҫлеҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Красноармейски районӗ 80 ҫул тултарнӑ ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. 1935 ҫулта район Трак районӗ ятпа йӗркеленнӗ, 1940 ҫулта унӑн ятне улӑштарса ӑна Красноармейски районӗ ят панӑ. Халӗ районти 9 ял тӑрӑхӗнчи 89 ялта 15,2 пин ҫын пурӑнать. Ҫавра сӗтел тавра районти предприяти пуҫлӑхӗсем, шкул тата культура ҫурчӗсен ертӳҫисем, райадминистраци ӗҫченӗсем тата ытти чылай ҫын хутшӑннӑ. Пухӑва районти вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Алексей Васильев уҫнӑ. Алексей Иванович пухӑннисене район кун-ҫулӗн паллӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ, район историйӗнче сумлӑ ят хӑварнӑ паттӑрсем ҫинчен, районта юлашки ҫулсенчи тунӑ ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавра сӗтел хӑнисем «Трак ен — 80 ҫулта» хӑтлавпа (презентаципе) паллашнӑ. Пухӑва районпа тантӑш ентеше те чӗннӗ. Яковлев Иосиф Яковлевич ӗҫ ветеранӗ шӑпах 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. 2015 ҫулта районта ҫуралнӑ пӗрремӗш ачан ашшӗ-амӑшне — Прокопьев Константин Александрович ҫурални ҫинчен свидетельство панӑ. Пухӑннисем умӗнче тӗрлӗ ҫулсенчи район ертӳҫисем — С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |